Добавить новость
Новости сегодня

Новости от TheMoneytizer

Шупашкар хулин хисеплĕ çыннине чысларĕç

Çитес вырсарни кун Чăваш Ен тĕп хули хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Кăçал Шупашкар 553 çул тултарать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, хулан кунĕ умĕн Шупашкарăн хисеплĕ çыннисене чыслаççĕ. Кăçал çак сумлă ята Шупашкарти 1-мĕш çăкăр завочĕн тĕп директорĕ Елена Бадаева тивĕçрĕ.

Елена Бадаевăн кун-çулĕ Шупашкар хулипе тачă çыхăннă. 58 çул вăл 1-мĕш çăкăр заводĕнче вăй хурать, 37 çул предприятине ертсе пырать. Ку вăхăтра йывăрлăхне те сахал мар курма тивнĕ унăн. Уйрăмах иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90 çулĕсем аса килеççĕ хулан хисеплĕ çыннине.

 ЕЛЕНА БАДАЕВА: «Хлебозавод вăл пирĕн пулнă бракодел. Унта питĕ нумай вăй хума лекрĕ. Хамăн ăсталăха, пĕлĕве, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр шутласа выртса ирхине пырсан ĕçре малтан çынсемпе тĕл пулса калаçмалла, вĕсен кăмăл-туйăмне пĕлмелле, мĕнле кăмăлпа килеççĕ ĕçе, унтан пирĕн çăкăр пахалăхе килет».

Çынсем предприятире яланах тĕп выранта. Мĕнле йывăр пулсан та Елена Бадаева завод ĕçченĕсене хавхалантарма тăрăшнă. Уйăхне тăватă хутчен шалу тÿлес йăлана та çак тĕллевпех кĕртнĕ. Халĕ предприяти ура çинче çирĕп тăрать. Ĕç-хĕле кунта механизациленĕ. Яваплăха туйса чунтан парăнса ĕçлесен кăна пысăк çитĕнӳсем тума пулать. Елена Игнатьевнăн пурнăçĕ, шăпи, ĕçĕ-хĕлĕ пирĕншĕн тĕслĕх, терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сумлă ята тивĕçнипе саламланă май

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Вашем городе

Ria.city
Музыкальные новости
Новости России
Экология в России и мире
Спорт в России и мире
Moscow.media






Топ новостей на этот час

Rss.plus





СМИ24.net — правдивые новости, непрерывно 24/7 на русском языке с ежеминутным обновлением *