Рейтингра малтисен ретĕнче
Раççейри цифра трансформацийĕн ертӳçисен рейтингĕнче Чăваш Ен самай çӳлелле хăпарнă. Кăçалхи 9 уйăхра республика çĕршывра 12-мĕш вырăнта. Федерацин Атăлçи округĕнче – 1-мĕш. Экономикăри тĕп тытăмсене цифра технологийĕсене хывассинчен пуçласа IT-тытăма патшалăх енчен пулăшу парасси таран. Шăпах çак кăтартусене шута илнĕ рейтинга хатĕрленĕ чухне. Сывлăх сыхлавĕ, хула хуçалăхĕпе строительство, вĕрентӳ – цифра технологийĕсене хăвăрт алла илеççĕ. Информаци хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе те республикăри пысăк ĕç
<p>Раççейри цифра трансформацийĕн ертӳçисен рейтингĕнче Чăваш Ен самай çӳлелле хăпарнă. Кăçалхи 9 уйăхра республика çĕршывра 12-мĕш вырăнта. Федерацин Атăлçи округĕнче – 1-мĕш.</p>
<p>Экономикăри тĕп тытăмсене цифра технологийĕсене хывассинчен пуçласа IT-тытăма патшалăх енчен пулăшу парасси таран. Шăпах çак кăтартусене шута илнĕ рейтинга хатĕрленĕ чухне. Сывлăх сыхлавĕ, хула хуçалăхĕпе строительство, вĕрентӳ – цифра технологийĕсене хăвăрт алла илеççĕ. Информаци хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе те республикăри пысăк ĕç пурнăçланать. Киберхăрушсăрлăх штабĕ ĕçлет. Нумаях пулмасть вĕсем ушкăнсем йĕркелесе хакерсемпе кĕрешрĕç. Ку хăйне евĕрлĕ ăсталăх класĕ пулчĕ, унашкал вĕренӳсене малалла та йĕркелесшĕн. IT-тытăмра тăрăшакансене патшалăх пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Çак тытăмри компанисене ансатлатнă мелпе налук тӳлеттереççĕ. Аккредитациленнĕ компанисен ĕçченĕсем ипотека тĕлĕшпе çăмăллăхпа усă кураççĕ. Вĕсене малашне тата анлăлатма тĕллев лартнă Чăваш Республикин Правительстви.<strong> </strong></p>