Синхронлă ишевре ăмăртрĕç
Чăваш Республикинчи шкул çулне çитмен ачасене тĕрĕс аталантарас енĕпе ача сачĕсенченех тăрăшаççĕ. Вĕсене вăйăсем урлă сывлăха мĕн пĕчĕкрен упрама хăнахтараççĕ. Шупашкарти «Йăрă ача» ача садĕнче синхронлӑ ишев элеменчӗсемпе ташлас фестиваль иртрĕ. Унта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çитсе килчĕ.
Синхронлӑ ишев элеменчӗсемпе ачасене шывра ташлама вӗрентни сывлăхшăн питĕ паха. Çак спорт тĕсĕ пуçа ĕçлеттерет, çурăма тӳрĕ тытма, ушкăнпа ĕçлеме вĕрентет. Çулсеренех «Шыв çинчи ташă» фестиваль бассейнра чылай вăхăт хатĕрленекен ушкăнсене хăй йĕри тавра пухать. Ку хутĕнче пурĕ 3 команда хутшăнчĕ.
НАДЕЖДА ЛАРИОНОВА: "Эпĕ пĕлтĕр ачасемпе синхронлӑ ишевпе заниматься тума пуçларăм. Вĕсене питĕ килĕшнипе вĕсем кăçал та продолжить тăвас терĕç. Унсăр пуçне тата тепĕр ушкăн та пуçтарăнчĕç ачасем. Çулталăк хушши эпир вĕсемпе заниматься турăмăр, ташшине вĕренсе. Пĕр ушкăн обручпа ташлать. Тепри костюма хитрелетсе чечексен ташшине хатĕрлерĕмĕр. Хамăр фестивале тепĕр 8-мĕш садике те чĕнтĕмĕр".
Фестивале хутшăнакансем çамрӑк пулин те шыв ҫинче ташламалли кӑткӑс композицисене лайӑх вӗренсе ҫитнĕ. Ачасем ӗҫченлӗхпе пултарулӑхшăн хисепе тивĕçрĕç – дипломсемпе медальсем илчĕç. Палăртса хăвармалла, Шупашкарта 2015-мĕш ҫултанпах "Юные чебоксарцы учатся плавать" муниципалитет проекчӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать, унта тӳрех хастаррăн темиçе ача сачĕ хутшăнать.