Ăсталӑх чемпионатне хутшăнаççĕ
Чăваш Енре «Професси ăсталăхĕ» чемпионатăн регионти тапхăрĕ старт илчĕ. Тупăшу харӑсах 19 лапамра иртет. Вӗсенчен пӗри – Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗ.
Ку студентсем ҫӑкӑр тата пылак ҫимӗҫ пӗҫерессинче тупӑшаҫҫӗ. Урамри лаптӑкра вара ҫӑлав ӗҫӗ енӗпе ӑсталӑха кӑтартаҫҫӗ. Машина аварине лекнӗ те водительпе пассажир салонра хӗсӗнсе ларнӑ – вӗсене кӑлармалла. Ун пек чух кашни минут шутра, ҫавӑнпа ушкӑнпа туслӑ, хӑвӑрт тата тӗрӗс ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ. Юнашарах пушара хирӗҫ кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртет. Кунта та ҫӑмӑл мар.
АЛЕКСЕЙ ЛУКШИН: «Професси ăсталăхĕн» чемпионачĕн тĕллевĕ – рабочи специальноçĕсен сумне анлă сарасси, пысăк квалификациллĕ специалистсен çĕнĕ ăрăвне ÿстересси, професси пĕлĕвне çĕнĕ шая çĕклесси. Чăваш Республики професси ăсталăхĕсен тĕрлĕ конкурсне нумай çул хутшăнать. Çак тапхăрта хăйне май ырă йăла çирĕпленчĕ. Конкурс çĕнтерÿçисем колледжсемпе техникумсене преподаватель пулса таврăнаççĕ те ăс паракансем, наставниксем пулса тăраççĕ».
Ҫӑлавҫӑсен ҫулӑма сӳнтерсе 3-мӗш хутран ҫынна антармалла. Ӑна пӗрремӗш пулӑшу кӳмелле. Тупӑшу программине саккунлӑха сыхлакан ӗҫ-пуҫа та кӗртнӗ. Сӑмах пулас криминалистсем пирки пырать. Экономикӑпа технологи колледжӗнче кӑҫалтан ҫак специальнӑҫе вӗрентеҫҫӗ. Чемпионатра шкул ачисемпе студентсем пурӗ 71 енпе ӑмӑртаҫҫӗ.
АНДРЕЙ КНЯЗЕВ: «Ку соревновани питĕ йывăр пулчĕ. Хутшăнакансем хумханчĕç. Вĕсем пĕрремĕш хут хутшăнааççĕ кунта. Эпĕ маларах кун пек ăмăртура пулнă. Кунашкан япалине пире колледжра вĕрентеççĕ. Мана питĕ йывăр пулман».
Конкурсантсен ӗҫне хаклама 595 эксперта явӑҫтарнӑ.
ЛЮДМИЛА КАРСАКОВА: «Çак компетенцинче эпĕ эксперт пулнă. Пурĕ 5 команда хутшăннă. Унта 4 арçын ача, 1 хĕр ача. Соревнованине ачасем питĕ нумай хатĕрленеççĕ. 5 уйăх хушшинче тĕрлĕ модульсене пурнăçлама хатĕрленеççĕ».
Республикӑри тапхӑрта ҫӗнтернисем Чӑваш Ен чысне ҫӗршыв шайӗнчи тупӑшура хӳтӗлӗҫ. Раҫҫейри чемпионат чӳк уйӑхӗнчӗ Питӗр хулинче иртет.