Добавить новость
Новости сегодня

Новости от TheMoneytizer

Социаллă контракт аталанма майсем уçса парать

Республикăра пурăнакансем 4-мĕш çул социаллă контракт пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Программăн тĕп тĕллевĕ – çынсене чухăнлăхран кăларасси, пурăнмалли тупăш виçине ӳстересси. Мĕнле пурнăçланать-ха çак проект Чăваш Енре?

Вăрнар тăрăхĕнчи Кивçурт Енĕш ялĕнче пурăнакан Васильевсем вара таврари çынсене чăх-чĕп сутаççĕ.

ЗОЯ ВАСИЛЬЕВА: "Документсем хăвăрт пуçтартăмăр. Çаксем эрнене çитнĕ, çаксем уйăх ытларах, несушка пулаççĕ. Кунта брама, тĕрлĕ тĕслĕ çăмарта тăвакан чăхсем. Кунта броллерсем. Соцконтрактне пĕлтĕр çулла илтĕмĕр. Чăх-чĕпсене кăларма виçĕм çул пуçланă. Инкубатор илнĕччĕ, кăларса пăхрăм та мана килĕшрĕ".

Шупашкар тăрăхĕнчи Явăшри Надежда Лукшинова вара патшалăх пулăшăвĕпе усă курса «Телей пур» çемье фермине уçма хал çитернĕ. Сулугуни, почетта, белпер кнолли. Вĕсене вăл «Фермерсен шкулĕнче» хатĕрлеме вĕреннĕ. Итали, Голланди кĕвелĕкĕпе усă курать. Татьяна Седова Мускавра математика вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ, унтан 7 çул ачипе килте ларнă май çĕнĕ ĕç алла илме шутланă. Юратнă 3 пепки валли тĕрлĕ пастила, çырла чипсĕсем, чей ĕмкĕчĕсем, чурчхелла хатĕрлеме пуçланă. Социаллă контрактпа 250 000 тенкĕ илсе пахча-çимĕçе, улма-çырлана типĕтсе сутлăха кăлармалли хатĕрсем туяннă.

АННА КУЗЬМИНА: "Эпир чей курăкĕ пуçтаратпăр. Çырласем типĕтетпĕр. Çу тăватпăр. Эпир çемьепе ĕçлетпĕр. Вĕсем пире пирĕн продукцине тума питĕ пулăшаççĕ".

Малашне вĕсем хăй çине ĕçлекенрен усламçă пуласшăн. Тупăш палăрмаллах ӳснипе çыхăннă ку.

АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Çак тапхăрта патшалăх тĕревне чылай çемье туйса илме пултарнă. Патшалăх пулăшнипе республикăра 2323 усламçă хăйĕн ĕçне пуçарса янă, 607 социаллă контракт çирĕплетсе хушса хуçалăх аталантарас тĕллевлисем ĕçе пуçăннă. Социаллă контрактпа халăха пулăшас енпе Чăваш Республикине Раççей шайĕнче те ырă енчен палăртнă. Пĕлтĕр Раççей шайĕнче иртнĕ социаллă пулăшупа тивĕçтерес ăсталăх конкурсĕнче пирĕн регион малтисен шутĕнче пулнă".

Услам ĕçне пуçаракансене патшалăх 350 000 тенкĕпе тивĕçтерет, хушма хуçалăх аталантарас тĕллевлисем вара 200 000 тенкĕ илме пултараççĕ. Çавăн пекех патшалăхпа социаллă килĕшӳ çирĕплетсе ĕç тупма е йывăр лару-тăруран тухма май пур. 

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Вашем городе

Ria.city
Музыкальные новости
Новости России
Экология в России и мире
Спорт в России и мире
Moscow.media






Топ новостей на этот час

Rss.plus





СМИ24.net — правдивые новости, непрерывно 24/7 на русском языке с ежеминутным обновлением *