Добавить новость
Новости сегодня

Новости от TheMoneytizer

Ял старости — 18 çултан

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче федераци саккунне улшăнусем кĕртни Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли саккуна çĕнĕлĕх йышăнма хистет. Вĕсем чи малтанах ял старостине пырса тивеççĕ. Малашне 18 çул тултарсанах ял пуçĕ пулма май пур. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ку енпе хатĕрленĕ проекта ырларĕç.

Пуçаруллă та хастар, хисеплĕ, ял аталанăвĕшĕн тăрăшакан тата ытти те. Малтан ял старостине суйланă чухне çаксене мала кăларнă, паллах, çулне те пăхнă. Халĕ йĕрке кăш улшăнать. 18 çул тултарасанах çак яваплă лава туртма май пур. Çĕнĕлĕх самай. Малтан ялта пурăнакан çеç ĕçлеме пултарнă пулсан, саккун вăя кĕрсен çурт-йĕр пурри те çителĕклĕ. Çавăн пекех муниципалитетăн халăх суйлакан органĕн депутат тивĕçне яланхи никĕс çинче пурнăçламан çын та староста пулма пултарать. Саккуна кĕртекен тепĕр çĕнĕлĕх шăпах муниципалитет пухăвĕн депутачĕн полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçлемелли çĕнĕ сăлтава палăртать. Халăх шаннă çын шута илмелли çак – сăлтавсăр ултă уйăх муниципаллă тăрăхăн халăх суйланă органĕн пĕр ларăвне те пыманни ăна мандатсăр хăварма ирĕк парать. Ларура хускатнă тепĕр ыйту та ял çыннине пырса тивет. Пухăннисем «Перспектива» грант памалли йĕркене улăштарни çинчен калакан документ проектне ырларĕç. Сурăх тытакансем те малашне патшалăх тĕревне илме пултараççĕ. 10 миллион тенкĕ майлă пулăшу укçиллĕ пулма пулать. Анчах хăйĕн йĕрки пур. Сурăх тытма пуçласан 5-мĕш çул тĕлне çулталăкне 26 пин тоннăран кая мар какай хатĕрлемелле, пин пуçран сахал мар пулмалла, ик çынна ĕçе вырнаçтармалла.

Сăмах май, «Перспектива» гранта Чăваш Ен Правительстви хавхалантарнипе пуçарса янă, унпа ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем 2021-мĕш çултанпа уçă кураççĕ. Çак икĕ çулта 33 çынна грант панă. Кăçал кун валли хыснара 125 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Вăл 17 бизнес-плана пурнăçа кĕртме май парать. 

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Вашем городе

Ria.city
Музыкальные новости
Новости России
Экология в России и мире
Спорт в России и мире
Moscow.media






Топ новостей на этот час

Rss.plus





СМИ24.net — правдивые новости, непрерывно 24/7 на русском языке с ежеминутным обновлением *