Шурă акăш ярăнать, çамрăк пике евĕр курăнать
![Шурă акăш ярăнать, çамрăк пике евĕр курăнать](http://www.ntrk21.ru/../UserFiles2019/video/202305/1010.jpg)
Хула çыннисем тата канма килекенсем хăнăхнă ĕнтĕ. Шупашкарти кӳлмек кайăк-кĕшĕкпе пуян. Çу уйăхĕ пуçлансанах кунта асамлăх хуçаланать. Шывра каллех шурă акăшсем ишме пуçларĕç. «Ковчег» чĕрчун кĕтесĕнче хĕл каçнă акăшсен – савăнăç. Çуйхашмаççĕ, хăйсене лăпкă тытаççĕ. Машина çинчен антарсан çыран хĕррине лексенех ырăлăх çитнине пĕлеççех тейĕн. Михĕрен хăтăлсан пурте тав тунăн сас параççĕ. Пĕрин хыççăн тепри шывалла васкаççĕ. Аякран пăхсан ишекен шур акăш çамрăк пике евĕрех курăнать. Ирĕксерех Андрей Кузнецовă
<p>Хула çыннисем тата канма килекенсем хăнăхнă ĕнтĕ. Шупашкарти кӳлмек кайăк-кĕшĕкпе пуян. Çу уйăхĕ пуçлансанах кунта асамлăх хуçаланать. Шывра каллех шурă акăшсем ишме пуçларĕç. «Ковчег» чĕрчун кĕтесĕнче хĕл каçнă акăшсен – савăнăç. Çуйхашмаççĕ, хăйсене лăпкă тытаççĕ. Машина çинчен антарсан çыран хĕррине лексенех ырăлăх çитнине пĕлеççех тейĕн. Михĕрен хăтăлсан пурте тав тунăн сас параççĕ. Пĕрин хыççăн тепри шывалла васкаççĕ. Аякран пăхсан ишекен шур акăш çамрăк пике евĕрех курăнать. Ирĕксерех Андрей Кузнецовăн юрри пуçа кĕрет. «Эсĕ манăн шурă акăш, аякка вĕçсе каян. Эп санпа сывпуллашатăп, йӳçĕ-йӳçĕ-çке паян...» Хĕл каçипе акăшсене пăхакансемшĕн, чăн та, уйрăлу. Çав вăхăтрах хитре 13 шурă кайăк нумай çын чĕрине хăпартлантармалла. 2014-мĕш çултанпах çынсене савантараççĕ вĕсем. Шур акăшсем мĕн сивĕсем çитичченех Шупашкарти кӳлмекре пулĕç. Специалистсем вара çакна çеç асăрхаттараççĕ – акăшсене çăкăр, сухари пама юрамасть, ку чир патне илсе çитерет.<strong> </strong></p>