Наци проекчĕсемпе пурнăçлакан ĕçсем

Çулсеренех наци проекчĕсем пулăшнипе республикăра çĕнĕ объектсем çĕклеççĕ, тĕрлĕ вырăнта юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Строительство ĕçĕсем мĕнлерех пынине тата кăçал хута яма палăртнă объектсепе çыхăннă ыйтусене правительство çуртĕнче йĕркеленĕ ларура сÿтсе яврĕç. Республикăра наци проекчĕсем пурнăçланни капиталлă çурт-йĕр тăвассипе, ăна çĕнетессипе тата юсассипе çыхăннă ĕçсене тума май пырать. «Чăваш Енре пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр фондне ҫирӗппӗн чакарассине тивӗҫтересси» регион проекчĕпе килĕшӳллĕн кăçал Çĕмĕрле хулинчи 2 авариллĕ çуртран 70 çынна урăх çĕре пурăнма куçарнă. «Культура хутлăхĕ» проект пулăшнипе вара Муркаш районĕнчи Ярапайкассинче культура çурчĕ çĕкленет. «Таса шыв» тата ытти наци проекчĕсем те ял-хула пурнăçне хăтлăлатас енĕпе çăмăллăх кӳреççĕ. Кăçалтан проектсем хатĕрлес, строительство ĕҫĕсен пахалăхне тишкерсе пырас тивĕçе республикăри Пĕрлехи заказчиксен служби пурнăçлать. Вăл тĕрлĕ объектра тĕплĕ юсав мĕнлерех пулса пынине те сăнать.Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов пĕлтернĕ тăрăх, наци проекчĕсене пурнăçлама патшалăх тата муниципалитетсен шайĕнче 28 контракт алă пусса ҫирĕплетнĕ. Сăмах май, строительсен чăрмавсем те çук мар. Тĕрлĕ кăлтăка пула темиçе тĕслĕхре ĕçсем юлса пыни куçкĕрет. Çав шутра Пăрачкавпа Канаш тăрăхĕнчи объектсем те пур. Йĕркепе килĕшӳллĕн кăçала палăртнă ĕçсене çулталăк вĕçлениччен туса пĕтĕрмеллине палăртрĕ Олег Николаев. «Пирӗн тӗп тӗллев – наци проекчĕсемпе йĕркелекен ĕç-пуçа пахалӑхлӑн тата вӑхӑтра пурнӑҫласси», – терĕ вăл. Юлия Адюкова, Юрий Марков

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Канаше

Ria.city
Музыкальные новости
Новости Чувашии
Экология в Чувашии
Спорт в Чувашии
Moscow.media






Топ новостей на этот час в Канаше и Чувашии

Rss.plus





СМИ24.net — правдивые новости, непрерывно 24/7 на русском языке с ежеминутным обновлением *