«Тараватлă ăстасем» конкурс çĕнтерӳçисене палăртрĕç
Чăваш Енре «Тараватлă ăстасем» конкурс вĕçленчĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 130-ытла хастар туризм аталанăвĕнчи çивĕч ыйтусене тишкерчĕç, хăйсен проекчĕсене хӳтĕлерĕç. Конкурс çĕнтерӳçисене палăртрĕç ĕнтĕ. Вĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те паллашрĕ. Ку конкурса Илья Давыдов иккĕмĕш çул хутшăнать. Пĕлтĕр финала тухма тивĕçнĕ. Кăçал вăл «Севастопольти истори çул çӳревĕ» проектпа паллаштарчĕ. «Стартап тата туризмри çĕнĕ шухăш» енĕпе вăл кăçал та мала тухрĕ. Севастопольти салтаксене XIX-мĕш ĕмĕрти салтак
<p>Чăваш Енре «Тараватлă ăстасем» конкурс вĕçленчĕ. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 130-ытла хастар туризм аталанăвĕнчи çивĕч ыйтусене тишкерчĕç, хăйсен проекчĕсене хӳтĕлерĕç. Конкурс çĕнтерӳçисене палăртрĕç ĕнтĕ. Вĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те паллашрĕ. Ку конкурса Илья Давыдов иккĕмĕш çул хутшăнать. Пĕлтĕр финала тухма тивĕçнĕ. Кăçал вăл «Севастопольти истори çул çӳревĕ» проектпа паллаштарчĕ. «Стартап тата туризмри çĕнĕ шухăш» енĕпе вăл кăçал та мала тухрĕ. Севастопольти салтаксене XIX-мĕш ĕмĕрти салтак тумне тăхăнтарса истори квестне ярасшăн вăл. Рушания Минуллина та çак номинацирех çĕнтернĕ. Вăл «Никама паллă мар Тутарстан» проекта хӳтĕлерĕ. Çул çӳреве тухакансем Тутарстана ытларах чухне Хусан хулипе çеç çыхăнтараççĕ. Ку шухăша тĕпрен улăштарасшăн çак маттур пике. Ростовра та I Петĕр патша çулĕпе туризм маршручĕ хута каймалла. Ку проекта Евгений Анисимов хатĕрленĕ. «Тараватлă ăстасем» конкурса вăл пĕрремĕш хут хутшăнать пулин те çĕнтерме пултарнăшăн питĕ савăнчĕ. Çурма финала 50 проект суйласа илчĕç, тӳресене çĕнтерӳçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Кĕркунне ăмăртуçăсен финалта тепре тĕл пулĕç. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Игорь Зверев</p>