Тутарстанри Сиктĕрмере уяв кĕрлерĕ

Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче – Тутарстанри Сиктӗрмере канмалли кунсенче çĕршывăмăрти, Раççей тулашĕнчи тĕрлĕ кĕтесрен вунă пине яхăн йăхташ пухăнчĕ. Асра юлакан уява хутшăннă сумлă хăнасем пурте илемлĕ чăваш тумĕпе пулнине те палăртма кăмăллă. Вырăссен кăпăшка çăкăрĕпе, тутарсен пылак чак-чакĕпе, чăвашсен кăпăклă сăрипе сăйларĕç Уява пухăннă хăнасене. Илемлĕ чăваш юрри-ташши уява пухăннисене асамларĕ тейĕн. Ĕçчен халăхăмăр суха йăтса акана тухнине, пир-авăр тĕртнине тата ытти йĕркепе паллаштарчĕç куракана уяв йĕркелӳçисем. – Çак уява пухăнни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ самант. Мĕншĕн тесен пурте пĕрле пухăнса мĕнле вăйлине курса тăма пултаратпăр. РУСТАМ МИННИХАНОВ: «Хаклă юлташсем, Уяв ячĕпе». Чăваш Енрен, Тутарстанран, Мари Элтан, Самар облаçĕнчен, Иркутск тăрăхĕнчен, Раççейри, ытти çĕршывран килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç Уява. Истори кварталĕ хăнасене IX-XII-мĕш ĕмĕрсене куçарчĕ. Унта вĕсем йăлари апат-çимĕç пĕçермелли савăт-сапана, выртмалли, çывăрмалли вырăнсемпе паллашма пултарчĕç. Тĕтĕм кăларса ăшăтнипе маччи те, стенисем те хăрăм ăшĕнче пулнăран – хура çуртра пурăннă несĕлсем. Тутарсемпе чăвашсем хутăшса çемье çавăрнă тĕслĕхсем пулнă. Шăпах çак самантсене, хăйне евĕрлĕхсене курма май пулчĕ Уява хутшăнакансен. НИНА МАЛЫШЕВА: «Кунта пире çав тери хытă кăмăла кайрĕ. Лайăх кĕтсе илчĕç. Вырăнĕ илемлĕ. Мĕн чухлĕ халăх кунта. Мĕнле кăна наци çук, мĕнле кăна тум тумланман. Кашни районăн хăйĕн тумĕсем илемлĕ». Самара каччи Дмитрий Демьянов алла пуртă тытса хăй ăсталăхне кăтартасшăн пулчĕ. Çапах та чăн-чăн ăста платник пек ĕçлеме нумай пăтă çимелле-ха терĕ. Уяв пикине те палăртрĕç тĕрлĕ регионтан килнĕ чăваш хĕрĕсен йышĕнчен. Вăл Вăрмар районĕнчи Кристина Данилова пулчĕ. Вăл Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче психолога вĕренет, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Хастар» пĕрлешӳре тăрать. КРИСТИНА ДАНИЛОВА: «Çĕнтерес кăмăлсем пур. Паллах, пăшăрханатăп. Кунта хутшăнакансем пурте çĕнтерӳçĕ теме пулать». Çĕпрел районĕнчи Хула çырми ялĕнче пурăнакан Клара Портнова клубра ĕçлет. Пĕр Уява та сиктерме тăрăшмастăп тет. КЛАРА ПОРТНОВА: «Çак хыпара илтсенех эпĕ çакăнта килме ĕмĕтлентĕм. Нихçан курман, илтмен чăваш юрри-кĕввисене илтетĕн. Ташшисемпе паллашатăн. Нумай регионтан килнĕ чăвашсене курса савăнатăн».

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Самаре

Ria.city
Музыкальные новости
Новости Самары
Экология в Самарской области
Спорт в Самарской области
Moscow.media






Топ новостей на этот час в Самаре и Самарской области

Rss.plus





СМИ24.net — правдивые новости, непрерывно 24/7 на русском языке с ежеминутным обновлением *