Тюменьре те Акатуй уявне анлă паллă тăваççĕ
Çак кунсенче чăвашсем пурнакан регионсенче Акатуй уявне паллă тăваççĕ. Чăваш Ен делегацийĕ Пушкăрт тăрăхĕнче пулнă хыççăн Тюмень хулине çул тытрĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтешсем — Чăваш наци радио хастарĕсем Алексей Ивановпа Ирина Лампасова тата чăваш наци конгресĕн пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

